Православи чиркĕвĕн чи аслă уявĕ – Мăнкун. Вăл – праçниксен праçникĕ. Чылай чиркӳ уявĕсем кашни çулах пĕр кун, пĕр уйăхра килеççĕ. Чылайăшĕсем вара пĕр вăхăтра пулмаççĕ, кун хисепĕ те улшăнать. Вĕсем Мăнкун хăçан килнипе тачă çыхăннă. Кăчкă праçникĕ те Мăнкун умĕн пĕр эрне маларах – вырсарникун – пулать. Вырăсла ăна "Вербное воскресенье” теççĕ. Кăчкă йывăççи е хĕрлĕ хăва, е çӳçе йывăççисен ушкăнне кĕрет.
Православи тĕнĕнче Кăчкă праздникне Иисус Христос Иерусалима пырса кĕнине асăнса паллă тăваççĕ. Иисус Христос Иерусалима кĕнĕ кун кăçал апрель уйăхĕн 12-мĕшне тӳрӗ килет. Çак кун кăчкă турачĕсене хуçса капăр хутсемпе илемлетсе чиркĕве илсе пыраççĕ. Вĕсене Турă шывĕпе сапса сăваплă вăй параççĕ те киле илсе кайса турăш умне тепĕр çулччен лартаççĕ. Иртнĕ çулхи кивĕ кăчкăсене выльăх картине илсе тухса, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче выльăхсене кĕтĕве хăвалама илсе тухса хураççĕ. Выльăхсене кивĕ кăчкă турачĕсемпе хăваласан вĕсем чирлемеççĕ, тĕрĕс-тĕкел çу каçса яланах киле таврăнаççĕ тесе шутланă.
Мĕншĕн-ха çак уява кăчкă турачĕсемпе чыслаççĕ. Ăна тĕрĕс ăнланма кăштах историе аса илер.
Авалхи еврейсем кашни çулах «кущей-шалашей» ятлă пысăк уяв ирттернĕ. Вăл çичĕ куна тăсăлнă. Юлашки кунĕнче еврейсем синагогăна пальма турачĕсене илсе пынă та вĕсемпе çĕре çапнă, туратсем çинче пĕр çулçă юличченех çатлаттарнă. Çакăн пек туни çĕре уйрăмах тухăçлă тупăш пама вăй пани тесе шутланă. Иисус Христос Иерусалима пырса кĕрсен те урамри çынсем вăл иртмелли çул çине пальма турачĕсем хуçса хунă. Аллисене те пальма турачĕсем тытса тăнă. Çак йăла каярахпа православи тĕнне те куçнă, анчах пирĕн тăрăхра пальма ÿсмест, ăна вара кăчкă йывăççи улăштарнă.
Христос тĕнне Раççейре 988 çулта аслă князь Владимир йышăннă. Çакăн хыççăн Кăчкă праçникне кашни çулах Мăнкун умĕнхи вырсарни кун уявлама тытăннă. Кăчкă – çурхи кунсенче чи малтан вăй илсе чĕрĕлекен йывăç. Çавăнпа та унăн кĕмĕл тĕслĕ кăпăшка папкисенче мĕн авалтанах сăпайлă та асамлă вăй пур тесе шутланă. Çавăнпа та турăш умне лартнă сăваплă кăчкă турачĕсем кил-çурта усал вăйсемпе пушартан сыхланă. Кăчкă турачĕ уй-хире пăр çапасран, тăвăл килесрен те сыхлать, тенĕ. Кăчкă папкисен сиплĕхĕпе усă курас тĕллевпе унăн кăчкисене выльăхсене çитернĕ, çынсем хăйсем те çинĕ. Кăчкă йывăççин чăнах та асамлă вăй пур: унăн хупписенче тир-сăран тумалли япаласем (дубилные вещества) нумай. Унăн тураттисене шыва лартсан, хуппинчи çак япаласем шыври микробсене пĕтереççĕ. Шĕвекĕ вара нумай вăхăт пăсăлмасăр тăма пултарать.
Кăчкă уявĕпе Сире саламлатăп! Турă ялан Сирĕнпе пĕрле çÿретĕр!
Подробнее: https://chuprale-online.ru/news/khyparsem/kachka-uyav